Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Нумайне чӑтнине сахалне чӑт.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Каткаҫӑ словарӗ

Кил хушшинче, хуҫалӑхра тӗрлӗ катка-пичкепе усӑ кураҫҫӗ.
Катка-пичке тӑвакана, ҫӳпҫе-чӗрес касакана каткаҫӑ /вырӑсла бондарь/ тесе калаҫҫӗ.
Катка-пичкене вак хӑмасенчен тӑваҫҫӗ. Айккинчисене катка хӑми, вырӑсла клепка, катка тӗпӗ-ҫийӗнчисене катка ывсин, хуппин хӑми, ҫийӗпе ывси чикӗнсе тӑракан вырӑна ҫыхха ҫӑра теҫҫӗ.
Тӗпне ҫапнӑ, лартнӑ катка-пичкене кӑшкар ҫавӑркӑчӗ /токарный стан/ ҫине хывса хыркӑчпа якатаҫҫӗ.
Катка тунӑ чухне кирлӗ япаласен, ӗҫ хатӗрӗсен, материалсен ячӗсемпе словарьте паллашӑр.

Верстак — бондарный стол. Каткаҫӑн сӗтелӗ, ӗҫ вырӑнӗ. Хӑма саваламалли лапка сӗтел.
Витре — ведро. Шуҫ витре, йывӑҫ витре. Йывӑҫ витрене XX ӗмӗр варринче тума пӑрахнӑ.
Ӗлке — шаблон. Мӗлке карти, япалан хапи, кӳлепи.
Инструмент/ы/ — ӗҫ тумалли хатӗрсем, тӗрлӗ инструмент.
Каска пуканӗ — чурбак. Каткаҫӑ каски Каткаҫӑ каски мӑйракаллӑ. Ун ҫинче клепка касаҫҫӗ.
Каскӑч — резак, резцы. Тӗрлӗ ҫӗҫӗ, хыркӑч.
Каҫан сави — гребень. Чикме вӗҫлӗ касмалли сава.
Кӑтка — катка. Тӗпленӗ йывӑҫ савӑт. Катка тӗпне тӗплеҫҫӗ, ҫине ывӑспа хупаҫҫӗ.
Катка-пичке — кадки-бочки. Посуда. Тӗрлӗ савӑт. Сӑрана, иҫӗм эрехне юман каткара тытаҫҫӗ. Авал итальянсемпе французсем юман клепкӑсене Чӑваш Енрен илсе кайнӑ. Хӑмине хатӗрлекенӗсем вӗсене хранцус клепки тенӗ.
Катка-пичке хӑми — клепка. Ҫи витти хӑмисем — клепка. Тӗпӗ-ҫийӗн хӑмисем — донье, доски крышки и днища.
Кӑмака — печка. Печка бондаря. Катка-пичке кӑшкарне, клепкӑна хӗртмелли, авмалли кӑмака.
Кӑшӑл — обруч. Катка-пичке кӑшкарне туртса ҫыхмалли ункӑ, кӑшӑл. Катка-пичке кӑшӑлне хӑваран, юманран, хурамаран тӑваҫҫӗ. Йывӑҫ кӑшӑл, тимӗр кӑшӑл.
Кӑшӑл авмалли тунката. Кӑшӑл авмалли ункӑ, Кӑшӑл авмалли такан.
Кӑшӑл ҫурмалли сава, кӑшӑл ҫурмалли ҫӗҫӗ, кӑшӑл ҫурмалли тӗрен.
Клепка — катка-пичке хӑми, тӑрӑхла хӑма, тӗппин хӑми.
Клещи — хӗскӗч, кулленхи хӗскӗч, каткаҫӑн хӗскӗчӗ, ятарлӑ хӗскӗч.
Кусар — косарь. Хӑма ҫуракан кусар, хӑма хыракан кусар.
Кусла — козлы. Ураллӑ, мӑйракаллӑ йывӑҫ стан, ӗҫ хатӗрӗ. Катка-пичке кӑшкарне хывса касмалли кусла, йывӑҫ вулне касмалли кусла, вут касмалли кусла.
Лекало — ӳкерчӗк, шаблон, хурса ӳкермелли ӗлке, мӗлке.
Мӑлатук — молоток. Шаккамалли, ҫапмалли мӑлатук, каткаҫӑн мӑлатукӗ, бондарӗн мӑлатукӗ, йывӑҫ мӑлатук, тимӗр мӑлатук.
Лаҫ — лачуга. Ҫурт, хӳтлӗх, мастерской. Каткаҫӑн лаҫӗ. Каткаҫӑн ҫурчӗ, сарайӗ.
Мушкел — колотушка. Йывӑҫ мӑлатук. Вӑл — вӑрӑм авӑрлӑ йывӑҫ тукмак. Йывӑҫ мӑлатук кӑшӑлти клепкӑсене шаккаса вырнаҫтарма кирлӗ.
Пӑра — бурав. Пӑрса шӑтӑк шӑтӑрмалли хатӗр. Тӗрлӗ ӗҫре тӗрлӗ пӑра кирлӗ. Пичке пӑри конуслӑ, савӑлламалли пичке шӑтӑкне пӑрса касать.
Пӑркӑч — закрутка, затяжка. Кантра-вӗрене патакпа пӑрса илнӗ ҫыхӑ. Катка хӑми кӑшӑлне вӑхӑтлӑха кантрапа ҫыхнӑ, пӑркӑчпа пӑрса хӗстереҫҫӗ. Кантра пӑркӑч, тимӗр пӑркӑч, тимӗр пӑркӑч ҫинче ҫавра винт пур, унпа тимӗр кӑшӑла туртаҫҫӗ.
Пӑчкӑ — пила. Икӗ авӑрлӑ пӑчкӑ, хӑрах авӑрлӑ пӑчкӑ, пичке кӑшӑлне касмалли пӑчкӑ, ҫӑра касмалли пӑчкӑ, утор касмалли пӑчкӑ.
Пичке — бочка. Икӗ енчен те хупнӑ хырӑмлӑ савӑт. Кӑшӑлланӑ, ункӑланӑ тӗпленӗ пичке. Пичке-каткана тӗплесен кӑшӑлне, ункине ҫапса хытарсан ӑна ҫавра стан ҫине хывса-лартса савалаҫҫӗ, якатаҫҫӗ.
Пуртӑ — топор. Кил хушшинчи пуртӑ, каткаҫӑ пуртти. Хӑрах енлӗ пуртӑ, урлӑ пуртӑ, ҫӳхе пуртӑ, хыркӑч пуртӑ, ятарлӑ пуртӑ.
Сава — струг, рубанок, калӑплӑ сава, авӑрлӑ сава, ҫӗҫӗллӗ /хӗҫлӗ/ сава, хӑрах авӑрлӑ сава, сак ҫинчи ятарлӑ касмалли, хырмалли, якатмалли, чӗрмелли савасем.
Фуганок — сава. Сак ҫинчи сава. Сак сави, сак, ларкӑч, верстак, лаптӑк ҫинчи сава.
Сак. Каткаҫӑ сакки. Хӑва ҫурмалли сак, хӑма касмалли сак, хӑма саваламалли сак.
Стан, станок — верстак, клепка, хӑма чутламалли, касмалли, саваламалли хӗскӗч, стан.
Савӑл — клин. Чикме, хӗсӗк. Хӗсӗке сармалли, хӗсмелли лапка, чикме.
Ҫӑра — утор. Замок. 1. Пичке кӑшкарӗ ҫине енчӗк касмалли шӑллӑ сава. 2. Пичке тӗпне чиксе тӗкӗленсе тӑмалли вырӑнӑн ячӗсем — ҫӑра, замок, утор.
Ҫекӗл — крюк. Вӑрӑм ҫекӗл, тимӗр ҫекӗл, ухват ҫекӗл, виҫе ҫекӗл, авӑрлӑ ҫекӗл.
Ҫупҫе — добленый сундук, хранилище одежды. Ҫавра арча. Ӑна ҫӑка вуллинчен, каскинчен тӑваҫҫӗ. Ӑшне чакаласа кӑлараҫҫӗ, кӑшӑлне тӗплеҫҫӗ. Ҫупҫе сарлакӑшӗ 0,6, ҫӳллӗшӗ 0,8 метр пулать.
Кӑшӑлӗ ҫумне шӑтӑк хӑлха, ун ҫине ҫӳпҫене ҫӗклемелли ал ҫыххи ҫыхаҫҫӗ. Ҫӳпҫен хуппи пур.
Токарный стан — хырса ҫавӑрса касмалли стан. Ӑстаҫӑ тунӑ ура пусса ҫавӑракан стан, тимӗр стан, механика станӗ.
Тукун — обод, обруч, Ункӑласа ҫыхнӑ кӑшӑл. Йывӑҫ тукун, тимӗр тукун, катка кӑшӑлне пуҫтаракан тукун.
Утор — ҫӑра. Ҫӑра, енчӗк касмалли, шӑллӑ сава, пӑчкӑ.
Ухват — держак. Тимӗр ухват. Катка тунӑ ӗҫри ухват.
Хӑмӑш — камыш. Листья камыша. Катка-пичке хӑмисен хушшине хӑмӑш ҫулҫине хураҫҫӗ.
Хӑмӑш ҫӗҫҫи — хӑмӑша касмалли чи меллӗ ҫӗҫӗ.
Хӗскӗч — клещи. Катка хӑмисене туртса хӗсмелли хӗскӗч, алӑпа пусса хӗсмелли хӗскӗч.
Хыркӑч — рубанок, струч, нож. Тӗрлӗ каскӑч, сава, пуртӑ.
Чӗрек — царапка, резак. Йӗр чӗрмелли чӗрне.
Чӗрес — чиряс. Пӗр вулран чӗрсе тунӑ савӑт, витре. Ҫӑка чӗрес, ус чӗрес, хупӑлчаллӑ чӗрес, авӑрлӑ чӗрес, ҫӑраллӑ сӑлӑплӑ чӗрес. Чӗреспе уй-хирте ӗҫлекенсем патне апат илсе тухнӑ.
Чӗрне — пӗр пек хушӑ чӗрмелли чӗрне.
Чикме сави — струг в гребень. Хӑма ывӑса /хӗррине/ каҫанлӑ шӗвӗртсе касмалли сава.
Шаблон — образец, форма. Калӑп, ӗлке, хапӑл. Мӗлке карти, чикки, тӗслӗх япали, ӳкерчӗкӗ.
Шакмак — битка. Мӑлатук умӗн тытса шаккамалли хатӗр. Тимӗр шакмак, йывӑҫ шакмак.
Шан — валак, курите, савӑт.
Чан — пысӑк катка. Шыв чанӗ, пушар чанӗ. Урамра пушар чанӗ ларать, унта 5-6 кубла метр шыв тултарнӑ.

Усӑ курнӑ литература:

  • Чӑвашла-вырӑсла словарь, 1982.
  • Вырӑсла-чӑвашла словарь, 1971.
  • Н.И.Ашмарин словарӗ — 17 том.
  • В.И.Даль словарӗ — 4 том.
  • П.А.Федоров. Кустарное производство бочек, кадок, ведер и другой деревянной посуды. С.-Петербург. 1993.
  • Н.Е.Наумов. Кулленхи пӗлӳ кӗнеки. 2002.

Словаре «Хыпарӑн» 2008 ҫулхи 172-173 кӑларӑмӗсенчен илнӗ


 
Категорисем: Ҫурт-йӗр
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2008-09-14 22:17:34 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 5662 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем